Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея хурласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Кугеси.рф /// Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф /// Халӑх канашӗ) ятлинче, ҫыракансем унччен те тупӑннӑччӗ. Ятне пытарма ыйтнӑ ҫын столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начарри, лицея вӗренме вырнаҫма йывӑрри, шкул ертӳҫисем ыйтӑва татма васкаманни пирки ӗнентернӗччӗ.
Паян вара тата тепӗр ҫын тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Унта столовӑйӗнче ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр панине хыпарланӑ.
Поста вуланисенчен пӗри Роспотребнадзорӑн республикӑри управленине тата Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя евитлеме сӗннӗ. Хӑшӗсем вара никама та, ниме те, тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ лицейра йӗрке пуласса ӗненменни сисӗнет.
Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенче ҫул-йӗр юсанине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе пахаланӑ. Тӗрӗслеве ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин тата «Чӑвашупрдор» хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Шупашкар районӗнче «Кӳкеҫ - Иккасси - Колешша», Вӑрнар районӗнче «Шӑхасан - Нурӑс» ҫулсене епле юсанине хакланӑ. Ик ҫӗрте те «ВолгаДорСтрой» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи объекта ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче юсама тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 136,6 млн тенкӗ. Ӗҫе чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Вӑрнар районӗнчи юсав хакӗ — 323,5 млн тенкӗ. Ҫула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче юсама пуҫланӑ та чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗҫлемелле. Палӑртнине подряд организацийӗ вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: халӑх шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех вӗсен ялӗнче газ пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ-мӗн. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, проект пирки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе, хута каякан суту-илӳ центрӗн хуҫипе ҫеҫ калаҫнӑ. Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухма шутланӑ.
Газ пӑрӑхне авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хума тытӑннӑ. Тепӗр кунхине ҫынсем митинга пухӑннӑ. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта суту-илӳ центрӗн хуҫи шухӑшласа кӑларнӑ. Газ пӑрӑхӗсене хунӑ хыҫҫӑн ҫак пуҫлӑх ҫул сарма укҫа уйӑрассине ӗнентереҫҫӗ: 1 уйӑх ҫурӑра вак чул сармалла-мӗн.
Ҫакна пӗлтерсен халӑх тата кӑмӑлсӑрланнӑ: пӑрӑхсене хурсан тӑпра вӑрах вӑхӑт анӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара пылчӑк ҫӑрма тивӗ.
«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.
Халӑха Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн шухӑшӗ килӗшмен, типҫырмасем прокуратурӑран пулӑшу ыйтасшӑн.
Чӑваш Енри икӗ вулавӑш Мускав укҫипе тӗслӗхлӗ пулса тӑрӗ. Ҫав тӗллевпе 2020 ҫулта нухрата кама парассине конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пирӗн тӑрӑхран икӗ учреждени лекнӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн 75 субъектӗнчен ҫур пин ытла заявка пухӑннӑ. Вӗсенчен 52 регионти 110 вулавӑша суйласа илнӗ.
Пирӗн республикӑран конкурса Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри районсенчи 9; Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшсем тата Шупашкарти В. Чаплина ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшне: Мӑн Сӗнтӗртине тата Кӑшавӑшрине — суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-вулавӑшсене федераци хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл пулӑшнипе вулавӑшсене хальхи вӑхӑтри учрежденисене ҫавӑрӗҫ.
Шупашкар районӗнче пӗчӗк хӗрача шӑммине хуҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Шупашкара пульницӑна илсе кайма тухнӑ, анчах «пӑкка» лекнӗ.
«Пӑкӑра» ларма вӑхӑт пулман, часрах пульницӑна ҫитмелле-ҫке-ха. Ашшӗ машинӑпа ССХПИ экипажӗ патне пынӑ та мӗн пулнине ӑнлантарса панӑ.
Сергей Леонтьев, Александр Горшков тата Виталий Герасимов испекторсем кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Унтан сиренӑллӑ мигалкӑна ҫутса ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитерме пулӑшнӑ.
Тухтӑрсем 2 ҫул та тултарман ачана пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл хайне чиперех туять.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16 сехет те 41 минутра ҫӑлавҫӑсен пульчӗ ҫине хыпар килнӗ: Ваҫликассинче пурӑннӑ арҫын пӗвере путнӑ.
59 ҫултискер тусӗсемпе вырӑнти масар ҫинче виле пытарма шӑтӑк чавнӑ. Ӗҫ пӗтерсен вӗсем пӗвене шыва кӗме кайнӑ. 59-ти арҫын шыва чӑмнӑ та тухман.
Тусӗсем «112» номерпе шӑнкӑравласа ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Анчах арҫынна ҫӑлма май килмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тата унӑн тусӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ Шупашкар районӗнчи Ярӑска ялӗ ҫывӑхӗнче кӗтӳ пӑхнӑ. Кӗтӳ кӗртме вӑхӑт ҫитсен, 19 сехетре, 63 ҫулти арҫын шуса кайнӑ та пӗвене кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Ашшӗ шыва ӳкнине курсан ывӑлӗ хыҫран чӑмнӑ. Анчах вӑл арҫынна пулӑшайман. 19 сехет те 7 минутра ывӑлӗ ашшӗн сывламан кӗлеткине шывран кӑларнӑ.
Шупашкар районӗнче арҫын кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ ку. Ҫав кун 19 сехетре унран, 1963 ҫулта ҫуралнӑскертен, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав килнӗ.
Хайхискер ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ-ха, анчах ҫӑлавҫӑсем пулӑшма килессине каласан хирӗҫленӗ. Арҫын вӑрмантах ҫӗркаҫасшӑн пулнӑ-мӗн, хӑй тӗллӗнех ҫул тупассине каланӑ.
Вӑл ҫӗркаҫипех ҫӑлавҫӑсемпе телефонпа ҫыхӑну тытнӑ, вӑрмантах выртса ҫывӑрнӑ, ирхине Ҫурҫӗр поселокӗ патне тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн вӑрманта ҫӗркаҫмашкӑн пӗтӗм условисем пулнӑ.
Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчи чӑх-чӗх хапрӑкӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сварка ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне тухнӑ.
Пушар тухни пирки кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ здани ҫуннӑ, унта нимӗн те пулман. Ҫав кун рабочисем пӑрӑха сварка тунӑ, унран тухнӑ ҫулӑм ҫурт тӑррине, стенисене сиенлетнӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗрте иртнӗ ял уявӗнче пӗчӗк ачасенчен пуҫласа шур сухалсем таранах чысланӑ. Унта Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, ял мухтарӗ тата Ваттисен канашӗн ертӳҫи Чаптай Эльмень, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи, Таврапӗлӳлӗхпе туризм центрӗн ертӳҫи Сергей Сорокин, Ҫӳлтикассинчи вӑтам шкул директорӗ Татьяна Майорова хутшӑннӑ. Ял ҫыннисене хисеплӗ ятсемпе, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе, парнесемпе тата чечексемпе хавхалантарнӑ.
Уява хутшӑннӑ ишлейсемпе олкашсен «Акӑшпи» ансамблӗ, Стас Владимиров юрӑҫ, Эльменсемпе тата Майоровсен ҫемйисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Валентина Эльмен тата унӑн мӑнукӗ Валерия юрланӑ та, сӑвӑсем те вуланӑ. Ача пахчине ҫӳрекен Аня Майорова «Качака» шӳтлӗ юрра шӑрантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |